«Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕç

Пултаруллă та тăрăшуллă, пуçару тума ăнтăлакансен ăсталăхĕпе хастарлăхне палăртма шăпах «Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурс пулăшать. Унӑн тӗллевӗ – патшалӑх ертӳлĕхĕн ĕçне лайӑхлатасси, социаллӑ пурнăçпа, экономика, общество, политика тытăмне пуçаруллă çынсене явӑҫтарасси.

Кăçалхи конкурсра та тĕрлĕ предприятисенче ертӳçĕ тивĕçĕнче 3 çулран кая мар тăрăшнă ĕçченсем тупăшрĕс. Çакă унта хутшăнакансемшĕн çеç мар, влаç тытăмĕнче тăрăшакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ.

«Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурс пултаруллă та тăрăшуллă, пуçару тума ăнтăлакансен ăсталăхĕпе хастарлăхне палăртма пулăшать. Чăваш Енре вăл 2020-мĕш çултанпа иртет. Ку таранччен унта пин ытла çын хутшăннă. Кăçал тупăшăва 178 çынран заявка çитнĕ. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ: услам, культура, наука тата ытти те. 150 ертӳçĕ куçамсăр майпа ăмăртăва хутшăнсан вĕсенчен 90-шĕ çурма финала тухнине палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян республика умĕнче çĕнĕ тĕллевсем пулнине, вĕсене пурнăçлама вара пултаруллă та ăста çынсем кирлине каларĕ. «Конкурса хутшăнса эсир çĕнĕлĕхе пĕлес тесе тарăшнине, пур çĕре те ĕлкĕрнине, пурнăç таппипе пĕр тан утнине кăтартса паратăр», - терĕ Олег Алексеевич. Чăваш Ен ертӳçи çавăн пекех ку конкурс хăйне майла тупăшу пулнине, унан пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн çĕнтерӳçене Чăваш Республикин ертӳлĕх ушкăнне кĕртнине каларĕ.

Паллах, ăста ертӳçĕсен черетлĕ тĕл пулăвĕнче ушкăнсен проекчĕсене те пахаларĕç. Тĕрлĕ мастер-класс, тренинг йĕркелени те ĕçре самай пулăшмалла.

Республика кăларăм валли Алина Сусметова, Бахтияр Велиев