«УПК-21» Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçланать
Республикăри вĕренекенсем шкулта ăс пухнипе пĕрлех хушма пĕлӳ илсе ĕç профессине алла илме пултараççĕ. Агро, медицина, инженери, IT-классенче вĕренекенсене ятарлă стипендипе хавхалантараççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе «УПК-21» хута янă проект Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçланнине, унăн малашлăхĕ пысăк пулнине палăртрĕç паянхи канашлура.
Шупашкарти ача сачĕсене çӳрекенсем халех робототехника енĕпе ăсталăха туптаççĕ. Малашне вĕсенчен вăйлă инженерсем пуласса шанаççĕ «УПК-21» проект йĕркелекенсем. Шкул, вăтам е аслă пĕлӳ паракан учреждени, предприяти – йăлтах пĕр тĕвĕре пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен ачасем те кăмăлланă профессие хăвăрт тата çăмăллăн алла илме пултараççĕ. Яш-кĕрĕм çĕвĕ ăсти, парикмахер, хутсемпе ĕçлекен секретарь, медицинăн кĕçĕн сестри тата ытти ĕçпе туслашма пултарать. Агрокласс енĕпе вĕренекенсем те тăван ялĕсене каялла таврăнаççĕ.
ВЛАДИМИР ДОЛГОВ: «456 ачаран паянхи куна 13 çак агрокласран вĕренсе тухса аграри университетне вĕренме кĕнĕ. Вĕсенчен 6-шĕ паянхи кун Красноармейски муниципаллă тăрăха таврăнчĕç. Вĕсенчен 2 ветеринар вĕсем «Красное Сормово» хуçалăхра вăй хураççĕ. 1 агрономпа тепĕр механизатор вĕсем агрофирма «Таябинкăра» вăй хураççĕ. Вĕренсе тухнисенчен Шумилов Максим Витальевич хăй фермер хуçалăхĕ уçрĕ. Унта ăнăçлă ĕçлесе пырать. Çавăн пекех тепĕр агроном пирĕн Россельхозцентр уйрăмĕнче вăй хурать. Ку питĕ савăнтарать».
Çак программăна хута янин усси пурах. Предприятисенче ăста кадрсен шучĕ пĕчĕккĕн ӳссе пырать. Тепĕр 2-3 çултан «УПК-21» проектпа килĕшӳллĕн вĕреннисем унта вăй хума пултарĕç. Ун пирки шăпах промышленноç предприятисем ĕмĕтленеççĕ. Хими, IT-классене ытларах уçасси, шкулсенче ачасене пур енлĕн пĕлӳ илме хальхи йышши хатĕрсем, технологисем кирлине те палăртрĕç канашлăва пухăннисем. Çавăнпа та çĕнĕ шкулсене тӳрех «УПК-21» программăна хута ямалли хатĕрсене пăхса хăварма сĕнчĕç. Вĕрентекенсен те пĕлĕвне анлăлатма хальхи йышши цифра технологийĕсене алла илмелле пулĕ