Ачасемпе çамрăксен пĕтĕм Раççейри юхăмне йĕркелĕç
<p>Воспитани парасси, тавракурăма аталантарасси, çитĕнекен ăру вăхăтне йĕркелесси. Правительство çуртĕнче ачасемпе çамрăксен Раççейри юхăмĕн регионти уйрăмĕпе ĕçлекен координаци канашĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем мĕн ĕçлĕç? Тĕплĕнрех – пирĕн черетлĕ сюжетра.</p>
<p>Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен Раççейри юхăмĕн регионти уйрăмĕ хăйĕн ĕçне çĕнĕ çултан пуçлĕ. Республикăри уйрăмăн пĕрремĕш конференцийĕ 2023-мĕш çулта кăрлач уйăхĕнче иртĕ. Ун хыççăн муниципаллă районпа округсенче вырăнти юхăмсем йĕркеленĕ канашлусем иртĕç. Вĕсен ĕç-хĕлне сăнлакан презентацисемпе паллаштарĕç. Ачасемпе çамрăксен юхăмĕсем пур шкулпа вăтам професси паракан учрежденинче тума палăртнă. Пурĕ регионта 26 уйрăм йĕркелеме палăртаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, тĕп тĕллевсенчен пĕри ачасен кăсăклă та интереслĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшасси. Вĕсем республикăна аталантарма, общество пурнăçне хастар хутшăнма пулăшĕç.</p>
<p>Çитес вăхăтра Чăваш Енре ачасемпе çамрăксен Раççейри юхăмĕн регионти уйрăмĕн ушкăнне йĕркелĕç. Хастарсем раштав уйăхĕнче Мускавра иртекен пĕрремĕш съезда хутшăнĕç. Унта аталану стратегине палăртĕç тата регионти уйрăмсен ертӳçисене суйлĕç.<strong> </strong></p>