Республика пурнăçĕ - ал лаппи çинчи пек

Регион ĕçне тимлекен центр йĕркеленнĕренпе икĕ çул çитрĕ. Республикăри патшалăх тытăмĕнче цифра технологийĕсене хута ярас ĕçре шăпах çак ведомство кирлĕ информацие пухассипе, вĕсене пурнăçа кĕртес ĕçе тишкерсе, сăнаса тăрать. Çак центрта тăрăшакансем республикăра пурăнакансенчен социаллă тетелтен килекен çăхавсен хуравĕсене те тупма пулăшаççĕ. Паян вĕсене Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

Регион ĕçне тимлекен центрта вăй хуракансем «Пĕлетпĕр, ыйтăва шута илетпĕр, асăрхаттаратпăр, пĕлтеретпĕр» – каларăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Икĕ çулта 100 пин ытла хыпара тĕрĕслесе явап тытакан влаç тытăмне çитерме май тупнă çак ведомство хастарĕсем. Вĕсем 4 сехет те 59 минутра ку е тепĕр ыйтăва уçăмлатма май тупаççĕ.

АЛИНА КИРИЛЛОВА: «Социаллă тетелсемпе анлă усă куракансем нумайăшĕ патшалăх тытăмĕнче халăх ыйтăвĕсемпе пĕлтерĕшлĕ ĕçленине палăртаççĕ. Эпир пирĕн центра килнĕ ыйтусене тимлĕн тишкеретпĕр, тĕрлĕ влаç органĕсемпе пĕрле кĕске вăхăтра хуравлама тăрăшатпăр. Пирĕн тĕллев – çынсен ыйтăвĕсене татса парасси, вĕсен социаллă пурнăçне лайăхлатасси».

Социаллă сетьсенчи пурнăç вĕресе тăмалла, çав вăхăтрах фейксем сахал пулмалла, муниципалитетсен те çак ĕçе хастартарах кӳленмелле – тĕллев лартаççĕ Татьяна Немцева ертсе пыракан регион ĕçне тимлекен центр умне.

«Вĕсем пурнăçлайман ĕç çук, мĕн пур республика – информаци анлăшĕпе тĕкĕр çинчи пек курăнса тăрать. Çавăнпа влаç тытăмĕнче тăрăшакансен тишкерӳллĕ инфомацие шута илсе ĕçе кĕртме тăрăшмалла», – терĕ Федерацин Атăлçири «Диалог регионы» пĕрлешĕвĕн ертӳçи Руслан Шеремета. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ çивĕч ыйту çинчен каласа пĕлтерме тӳрĕ линисем ирттернин, чат-ботсен ĕç-хĕлне хута янин усси пысăк пулнине палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та. Регион ĕçне тимлекен центрта вăй хуракансене хăйсен ĕçне тăрăшса пурнăçланăшăн, пуçаруллă пулнăшăн тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.