Суя тавар сутлăхра ан пултăр
Контрафактлă продукци çав-çавах суту-илĕве тухать. Суррогат эрехе пула вун-вун çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Шăпах çакăн пек синкерлĕ тĕслĕхсем ан пулччĕр, суя тавар çаврăнăшне чарас тĕллевпе уйăхсерен Правительство çуртĕнче лару иртет.
Ăна республика Пуçлăхĕ ертсе пырать. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 400 ытла çын контрафактлă алкогольпе наркăмăшланнă, 100 çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Лицензи илнĕ, саккуна пăхăнса ĕçлекен предприятисем нумайланса пыраççĕ терĕ Чăваш Енри экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов. Акцизсенчен 2 миллиард тенкĕ республика бюджетне кĕрсе пынине каларĕ. Правительство комиссийĕн пайташĕсем фальсификатпа кĕрешес ыйтура штрафсемпе çеç çырлахасшăн мар. Малашне саккуна пăсакан усламçăсем лицензисĕр тăрса юлма пултараççĕ. Юлашки вăхăтра контрафакт пăрăхсене пула час-часах аварисем сиксе тухаççĕ. Коммунналлă хуçалăхра усă курнă пăрăхсен 60 проценчĕ йышăннă йĕркене пăснине çирĕплетнĕ тĕрĕслевçĕсем.
Хăш-пĕр усламçă çӳп-çапа янă пăрăхсенчен тепĕр хут çĕнĕ тавар кăларма ӳркенмест. Çав шыв пăрăхĕ тăрăх пирĕн çуртсене ĕçмелли шыв юхса кĕрет, ку йĕркесĕрлĕхпе кĕрешме çирĕп тĕллев лартнă правительство комиссийĕн пайташĕсем. Пăрăхсем кăларакан предпритятисене тĕрĕсленĕ чухне 16-шĕ йĕркене пăхăнса ĕçленине документпа, пахалăхпа çирĕплетнĕ, тепĕр 6-шĕ вара çак тĕрĕслеве тивĕçлĕ иртеймен. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕрке хуралĕнче тăрăшакансене çак ĕçе явăçтарма хушрĕ.