Институт — 60 çулта
<p>Вĕренӳпе консультаци пунктĕнчен институт пулса тăнă. Шупашкарти коопераци институчĕ – 60 çулта. Çак вăхăтра аслă шкулта 50 000 ытла çын ăс пухнă. Сумлă çавраçулпа вĕренӳ учрежденине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.</p>
<p>Институтра икĕ факультет, тăхăр кафедра. Вĕрентекенсен 86 проценчĕ ăслăх пусăмĕллĕ. Институт çумĕнче колледж йĕркеленĕ. «Аслă шкула вĕренсе пĕтерекенсем Чăваш Енре кăна мар çĕршывра та палăраççĕ», – терĕ республика ертӳçи.</p>
<p>ЕЛЕНА АНТОНОВА: <em>«Институт самана таппипе тан утса пыма тăрăшать. Эпир кашни çул вĕрентӳ программисене çĕнететпĕр. Паянхи кун пирĕн институтра тăватă пин ытларах студент вĕренет. Вĕсем 52 Раççей регионĕнчен тата 19 ют çĕршывран. Институт умĕнче, паллах, питĕ пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Вĕсене эпир Чăваш Ен Правителсьтвипе пĕрле тачă ĕçлесе пурнăçлама шутлатпăр».</em><strong> </strong></p>