Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ
.jpg)
<p>Çулталăк çурăран пуçласа виçĕ çула çитичченхи шăпăрлансене ача сачĕпе тивĕçтересси 100 проценчĕпех пурнăçланнă. Кун пирки регионти вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче пуçарнă стратеги аталанăвĕн тата проект ĕçĕ-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ.</p>
<p>«Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн юлашки виçĕ çулта республикăра шкул умĕнхи 9 вĕренӳ организацийĕ уçнă. Шупашкарта 8 ача сачĕ хута янă. Куславкка, Çĕрпӳпе Элĕкре шкул умĕнхи пĕлӳ илекенсем çĕнĕ ача пахчине çӳреççĕ. Шупашкарта çĕнĕ 9-мĕш ача садне чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче уçма палăртаççĕ. Вăл «Университет-2» микрорайонта 250 ача вырнаçмалăх пулĕ. Строительствăпа монтаж ĕçĕсене контрактпа, проектпа смета документацийĕпе килĕшӳллĕн вĕçленĕ.</p>
<p>Регион ертӳçи Олег Николаев çак ача садне тăвассипе ĕçсем кăштах чармавлă пулчĕç терĕ. Федераци правительстви тĕрев пани те пысăк пулăшу пулнине палăртрĕ. Строительство ĕçĕсене тунă чухне малашне пур йăнăшсене те шута илсе ĕçлемеллине каларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ мĕнле пурнăçланни пирки каласа кăтартрĕ. Кăçал ун валли 4 миллиард тенкĕ ытла пăхса хунă. Пĕрремĕш медпулăшупа, медстрахованипе çыхăннă ыйтусемпе уйрăмах йывăрлăхсем сиксе тухнă. Министр медицина организацийĕсене кадрсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйту çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Тĕрлĕ программа пулăшнипе кăçал 92 тухтăра, 207 медсестрана ĕçе вырнаçтарнă. 26 специалиста хваттерпе тивĕçтернĕ, темиçе специалиста пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшнă. «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăпа килĕшӳллĕн больницăсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсенче 173 çĕнĕ çын ĕçлеме пынă. Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн кăçал 21 миллиард тенкĕ ытла пăхса хунă, 9 уйăхра палăртнă ĕçсен 63 процентне пурнăçланă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов каланă тăрăх, регионăн 11 проекчĕ валли 7 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Наци проекчĕсене пурнăçлассипе юпа уйăхĕнче 93 процентпа танлашнă.</p>