Муниципалитет ертӳçисемпе тĕл пулу иртрĕ
.jpg)
<p>Правительство çуртĕнче муниципалитет ертӳçисемпе тĕл пулу иртрĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çĕнĕ должноçпа – муниципалитет округĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлеççĕ, теприсем – малтанхи статуспах. Чăваш Енре муниципаллă реформа çитес çул туллин ĕçлесе кайĕ. Районсем округсене çаврăнĕç, ял поселенийĕсене пĕтерĕç. Унсăр пуçне администраци пуçлăхĕпе депутатсен пухăвĕн ертӳçи вырăнне пĕр çын – муниципалитет округĕн ертӳçи пулĕ.</p>
<p>Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем – муниципалитет реформине ĕçе кĕртесси тата округ пуçлăхĕсен умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене тишкересси. Ларăва пухăннисем – пурте палланă çынсем. Вĕсем пурте администраци ертӳçи пулса тăрăшнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев халĕ муниципалитетсен чылай программа тата наци проекчĕсене ĕçе кĕртме май пур терĕ. Ку ĕнтĕ муниципалитет управленийĕн тухăçлăхне лайăхлатма пулăшĕ.</p>
<p>Халĕ ертӳçĕсен пĕлӳ шайне ӳстерессипе тăрăшаççĕ, ку ĕнтĕ кулленхи ĕçре тухăçлă ĕçлеме май парĕ. Çитес çул правительство муниципалитет управленийĕн пахалăхне пысăк тимлĕх уйăрĕ. Султалăк хушшинче кашни министрăн муниципалитетсене çитсе кунти ĕç-хĕле тишкермелле. Унсӑр пуҫне отрасль управленийӗсен ертӳҫисене профиль министерствипе канашланă хыҫҫӑн палăртмалла.</p>