«Ăнăçлă усламăн стратегипе практики»форум иртрĕ
![«Ăнăçлă усламăн стратегипе практики»форум иртрĕ](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/202211/11(24).jpg)
<p>Паян Шупашкарта регионсен хушшинчи «Ăнăçлă усламăн стратегипе практики» ятпа форум иртрĕ. Ăна çулсеренех йĕркелеççĕ. Форума пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне халалланă.</p>
<p>Чăваш Енри 9 предприятин продукцийĕ «Раççейри 100 чи лайăх тавар» конкурсра палăрнă. Ăнăçлă ĕçлекен пĕрлешӳсене Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев наградăсем парса чысларĕ. «Регион пахалăх енчен ĕçленине экспертсем яланах пысăк хак параççĕ. Юлашки вунă çулта 700 ытла предприяти республика тата çĕршыв шайенчи конкурссенче лауреатсем йышне кĕни савăнтарать. Вĕсем кăларакан продукци пахалăхĕ çулсерен ӳсет» палăртрĕ Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн пахалăхне ӳстерессипе та Чăваш Республикин Правительстви тăрăшса ĕçлет. Форумра иртнĕ çул палăртнă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç. Пысăк йышпа пуçтарăннă ĕçлĕ тĕл пулу хаваслă самантпа вĕçленчĕ. «Чăваш Республикин пахалăх марки» республика конкурсĕн çĕнтерӳçисене тата Республика Пуçлăхĕн премине илме тивĕç пулнă лауреатсене чысларĕç.</p>