Кĕрешӳ çамрăксене пухрĕ
.jpg)
<p><span>Чăваш арçыннисем авалтанах çурхи ака-суха ĕçне пĕтерсен Акатуя пухăнса кам вăйлине пĕлес тесе кĕрешӳ лапамне тухса тупăшнă. Чăвашсем тата ытти халăх çак йăлана халĕ те тытса пырать. Çавăнпа çулсерен çак спорт тĕсне юратакансен шучĕ, вăй виçекенсен йышĕ палăрмаллах ӳсет. Канмалли кунсенче Шупашкарта кĕрешӳ енĕпе пĕрремĕш уçă ăмăрту иртрĕ. Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнче çуралса ӳснĕ Антон Георгиева çĕнтерме 3 çеккунт кирлĕ пулчĕ. АНТОН ГЕОРГИЕВ: «Эпĕ тухичченех хатĕрлентĕм. Эпĕ тухсан унăн урисем çывăх тăнă, унта аякка тăратаççĕ. Хиврен зашагивани тунă та çавăн пек çĕнтертĕм». Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен килнĕ Николай Чукмаров виççĕмĕш вырăна тухнипе кăмăлсăр юлчĕ. Мĕн пур вăя хурса кĕрешмеллеччĕ иккен тет. НИКОЛАЙ ЧУКМАРОВ: "Соревновани аван иртрĕ. Малашне кĕрешмелли шухăшсем пур ĕнтĕ. Акатуйсене тухса кĕрешме. Эпĕ хам ачасене тренировать тăватăп». Пьедестал çине хăпаракансене пурне те Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç. Ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ малашне тата та нумайланасса шаннине пĕлтерчĕç вĕсем. Çавăн пекех кĕрешĕве хутшăнакансем те, вĕсене хавхалантарма килекенсем те ăмăрту çӳллĕ шайра иртнине палăртрĕç. ВИТАЛИЙ ВАСИЛЬЕВ: «Эпир çак кĕрешӳ спортне иртнĕ ĕмĕртех ирттерме пуçларăмăр. 1995-мĕш çулта. 1 мĕш республика чемпионатне ирттертĕмĕр Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексра. 16 спортсмен хутшăнчĕ. Атăл Урал хĕрринче 7 федераци ĕçлеççĕ. Çавăнта тухса çӳресе ăна та аталантарса янă. Хула чемпионатне 12 çул ирттернĕччĕ. Хула кунĕнче 3-мĕш вырсарни кун август уйăхĕнче. Çакăн пек йышпа ăмăрту ирттерни питĕ лайăх япала». Самбо тата ытти спорт тĕсĕнче ăсталăха туптакансем кашниех кĕрешӳ лапамне тухма пултарать. Çавăнпа илĕртет тет чăваш кĕрешĕвĕ ăмăртуçăсене. АНДРИЯН ОФИШКИН: «Çак ăмăртура пирĕн 4 регион хутшăнать. Чĕмпĕр, Чулхула тăрăхĕнсенчен, Тутар Республикинчен тата 8 район хамăр республикăран. Çавăнпа питĕ аван çак ăмăртăва ытти регионсенчен те килчĕç. Питĕ шанса тăрас килет чăваш кĕрешĕвĕ малашне тата вăйлăрах аталанасса. Пысăк çитĕнӳ тума пултарасса шанас килет».</span></p>