Хуçасăр йытăсене тытассипе тухăçлă ĕçлемелле
«Малашне хуçасăр йытăсене тытас ĕçре пурин те пĕрлешсе ĕçлемелле. Ун чухне çеç çак çивĕч ыйтăва татса пама пулать», – терĕ республика Пуçлăхĕ тунтикунсерен иртекен канашлура.
Регион ĕçне тимлекен центр пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çулталăк пуçланнăранпа 674 килсĕр чĕр чун хуçаланнă тĕслĕхе шута илнĕ. Çавнашкал хыпарсем социаллă тетелтен ытларах Канашран, Шупашкартан, Çĕмĕрлерен, Çĕнĕ Шупашкартан, Сĕнтĕрвăрри тата Йĕпреç районĕсенчен килеççĕ. Шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ, аслăрах çултисем хуçасăр чĕр чунсем иртен-çӳрене тапăнасран питĕ шикленеççĕ, вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕсем ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленине палăртаççĕ. Республикăри ветеринари службин муниципалитет администрацийĕсемпе çитес уйăхра çĕнĕлле ĕçлеме пуçламалла терĕ регион ертӳçи Олег Николаев канашлура.
Чи çивĕç ыйту – муниципалитетсенче урам сыхлакан чĕр чунсене тытас ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелейменни. Çак тивĕçе пурнăçлакан пĕрлешӳсем çукпа пĕрех. Кашни тăрăхра пулмасан та çак ятарлă службăсем, 3-4-шне йĕркелесен çителĕклĕ пулĕ терĕ республика Пуçлăхĕ. Вĕсен вара регионта питĕ тухăçлă ĕçлеме тивĕ терĕ вăл. Çавăнпа та çĕнĕ меслет шыраса тупса ăна çывăх вăхăтра пурнăçлама хушрĕ Олег Николаев. Чăваш Енри патшалăх ветеринари служби çулталăк пуçланнăранпа тăхăр уйăхра 1250 хуçасăр чĕр чуна тытнă, вĕсенчен 906-шне сипленĕ, маркировка тунă хыççăн ăçта тытнă вĕсене çавăнтах ирĕке кăларса янă. Хальхи вăхăтра Шупашкарта тата Кӳкеçре икĕ приют ĕçлет.