Ял хуçалăх тытăмĕн ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç
Пултăранпа кĕрешесси, уйрăм хушма хуçалăха аталантарасси, ял хуçалăх кооперативĕсене тĕрев укçипе хавхалантарасси. Çак тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин ертӳçи Олег Николаев муниципалитет округĕсен тата район администрацийĕн пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ канашлура сӳтсе яврĕ. Тĕл пулу Çĕрпӳ районĕн культура çуртĕнче иртрĕ.
Сиенлĕ пултăран çулне пӳлесси çинчен республикăра тăтăшах калаçаççĕ. Çак ыйту халĕ те хăйĕн çивĕчлĕхĕпе палăрать. Муниципалитет округĕсем тата район администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Сосновски пултăранĕ саралнă лаптăк кăçал 2 хут ытларах ӳснĕ, вăл 783 гектарпа танлашать. Наркăмăшлă курăкпа кĕрешме муниципалитетсене республика хыснинчен укçа куçарса параççĕ. Анчах та çак ĕçсене пурте кирлĕ пек ирттерменнине палăртрĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Вăл Етĕрне, Элĕк тата Йĕпреç районĕсенче «симĕс пушар» пуринчен ытла сарăлнине каларĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пултăранпа кĕрешес ĕçе çĕнелле йĕркелеме сĕнчĕ. Вăл тухăçлă ĕçлекен пĕр-икĕ подрячикпа 3 çуллăха килĕшӳ тумаллине каларĕ. Канашлура ял хуçалăх кооперативĕсене тĕрев укçипе хавхалантарасси çинчен те сăмах пулчĕ. Çак ыйтăва шайĕнче татса пама малашне çĕнĕ механизм пуçарĕç. Вăл республика шайĕнче пулĕ. Унччен вара çакнашкал пулăшу мелĕ федераци шайĕнче çеç пулнă. Ăна конкурс урлă тухакан хăш-пĕр кооператива çеç уйăрнă. Халĕ вара 40 миллион тенкĕ укçапа лайăх кăтартусем кăтартакан ытти пĕрлешĕве хавхалантарма та, ялсенчи кооперацисен сумне те ӳстерме шухăшлаççĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси те çивĕч ыйтусенчен пĕри. Республикăра хальлĕхе 11 000 гектар тытман çĕр. Çак лаптăк 25 000 тонна ытла тыр-пул, 340 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса пама пултарать. Олег Николаев пусă çаврăнăшне кĕртмелли çĕр ресурсĕсемпе еплерех усă курассин планне ял муницпалитечĕсен инвестици профилĕсене кĕртме хушрĕ.
– Пирĕн тĕп тĕллев, паллах, çак ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçа кĕртсе ялта курăнакан ылмашусем туса кăтартса халăха çак ял пурнăçне, илĕртӳлĕхне хăпартасси, халăх хушшинче. Пирĕн ку ĕçре тĕрлĕ проект пулмалла. Ку ĕнтĕ çĕнĕ заводсем те, шкулсем, садиксем, çулсем, шыв пăрăхĕсем, газ пăрăхĕсем .