Республика Пуçлăхĕ тӳрĕ лини ирттерет
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăра пурăнакансемпе тӳрĕ лини ирттерет. Регион ертӳçи Хушăвĕпе килĕшӳллĕн тулли мар мобилизацие лекнисен çемйисене пулăшупа тивĕçтерессине, координаци центрĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа парĕ.
Хăвăра кăсăклантаракан ыйтăва е сĕнĕве Чăваш Республикин влаç органĕсенчен официаллă сайтĕнче ятарлă формăпа хăвармалла. Тӳрĕ лини вăхăтĕнче колл-центр ĕçлĕ. Унăн телефон номерĕ 51-27-80. Трансляцие 11:00 сехетрен пуçласа 13:00 сехетчен Чăваш наци телерадиокомпанийĕн эфирĕсенче, социаллă сетьсенчи «Чăваш Республики» ушкăнĕнче, «Чăвашинформ» информаци агентствин сайтĕнче тупма пулать.