Командăпа штаб вĕренĕвĕсем иртеççĕ

Чăваш Енре граждăнла хӳтĕлев енĕпе командăпа штаб вĕренĕвĕсем иртеççĕ. Ун çинчен регион ертӳçи Олег Николаев Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ ларура пĕлтерчĕ.

Командăпа штаб вĕренĕвĕсене вырăнти хăй тытăмлăх тата ĕç тăвакан влаç органĕсемпе пĕрлешӳсем хутшăнаççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – Чăваш Ен территорийĕнче граждăнла хӳтĕлев йĕркелесси тата синкерлĕ лару-тăру вăхăтĕнче тумалли ĕçсене пурнăçласси. Олег Николаев палăртнă тăрăх, вĕренĕвĕн тĕллевĕ – хăрушлăх сиксе тухни çинчен халăха пĕлтересси, çынсене эвакуацилесси, вĕсене хӳтлĕх вырăнĕсене илсе çитересси. Хӳтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрĕç