«Раççейри паллă музыка хайлавĕсем»

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – çамрăк уяв пулин те, йăла-йĕркепе пуян. Шупашкарта «Раççейри паллă музыка хайлавĕсем». Хамăра Раççейсĕр курмастпăр» ыр кăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Ăна православи культурин тата Раççейри пĕчĕк хуласемпе ял тытăмĕсен шайĕнче ирттерчĕç. Унта Атăлçи тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.

Концерта республикăри агропромышленность комплексĕнче тата социаллă тытăмра ĕçлекенсене халалланă. Куракансен йышĕнче ялта ĕçлесе пурăнакан çынсем: тухтăрсемпе вĕрентекенсем, культура çуртĕнче вăй хуракансем тата ыттисем те.

Фестиваль тĕп тĕллевĕ – халăх юррисемпе ташшисене ăша хывма пулăшасси, хальхи композиторсемпе паллаштарсси. Концерт программи кăçалхи çу уйăхĕнче Мускаври «Зарядье» паркра пĕрремĕш хут сцена çине тухнă. Кайран Севостополь, Чулхула, Шупашкар хулисене çитнĕ. Уявра ĕçре палăрнă хастарсене хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

«Ĕмĕрсем тăрăшшĕ ытти халăх çыннисемпе туслă, пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пурăнма хăнăхнă чăваш çынни», – палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ вара тепĕр хутчен çак туслăха çирĕплетме, аталантарма май парать. Ҫак уяв пирĕн халăх пĕрлĕхне, тăван ҫĕршыва юратнине, унăн хăвачĕпе аталанăвĕшĕн пĕтĕмпех тума хатĕррине сăнарлать.