Мобилизациленнисене пулăшу
<p>Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тулли мар мобилизацие лекнисене пĕр хутчен тӳлев парассине пĕлтернĕ. Пулăшу регион шайĕнче пулĕ. Вăл 50 000 тенкĕпе танлашать.</p>
<p>Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, кун çинчен калакан йышăнăва алă пуснă хыççăн укçа-тенкĕ мобилизациленнисем патне кĕске вăхăтра çитмелле. Çар çыннисенчен чылайăшĕ хăйсем тĕллĕн япаласем туяннă.</p>
<p>«Пулăшу тăкаксене саплаштарма вырăнлă пулĕ», – палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çар çыннисем патне килекен тăванĕсен вĕренӳ чаçĕсене эрех-сăра илсе кĕме юрамасть. Салтаксене кирлĕ пулăшу парассипе Чĕмпĕр облаçĕнче Республика Пуçлăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем тăрăшаççĕ.<strong> </strong></p>