Йăлтах халăхшăн

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа Раҫҫей Федерацийӗн аграрипе продовольстви политикипе тата ҫут ҫанталӑкпа усӑ курассипе ҫыхӑннӑ Федераци Канашӗн председателӗ Александр Двойных ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. Сумлă хăна пирĕн республикăна ял территорийĕсене аталантармалли методика центрĕ пулма сĕнчĕ.

Александр Двойных каланă тăрăх, ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Республики ăнăçлă ĕçлекен регионсен шутне кĕрет. Кăтартусем те куç умĕнче. Ялсенче пурăнакан çынсен шучĕ пысăк. «Ку ĕнтĕ ялсенче пурнăç шайĕ лайăхланнипе çыхăннă», – палăртрĕ вăл. Çавăнпа та республикăна ял территорийĕсене аталантармалли методика центрĕ пулма сĕнчĕç те. Республика малашне хăйĕн пĕлĕвĕпе, ĕçĕсемпе ытти региона паллаштарĕ.

«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республика экономикине аталанма шăпах ял хуçалăх тытăмĕ тĕрев парать те», – терĕ. Республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма чылай ĕçленине каларĕ. Çĕнĕ йышши библиотекăсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, çулсем хута яни, газ илсе çитерни çынсен пурнăçне çăмăллатать çеç мар, экономикăна аталанма та май парать.