Ĕçе вăхăтлă пурнăçламалла

Шупашкарта наци проекчĕсемпе пурнăçланакан строительство ĕçĕсем мĕнле шайра? Подрядчиксем çулталăк вĕçлениччен федераци, республика хыснинчен уйăрнă укçапа туллин усă курма пултараççĕ-и? Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак социаллă объектсемшĕн яваплисене пурне те Правительство çуртне пухрĕ.

Шупашкарти Граждан урамĕнчи ункăран пуçласа Социализм урамне çитиччен тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă çул тăршшĕ 3 çухрăм та 7 метр. Юсава 2 çул каяллах пуçланă. Ĕçсене икĕ тапхăра пайланă. Пĕрремĕшĕнче Граждан урамĕнчи ункăран пуçласа Социализм урамне çитичченхи çула юсамалла. Иккĕмĕшĕнче Граждан урамĕнчи ункăран хĕресленекен тăватă енлĕ çул тумалла, транспорт юхăмне ку вырăнта светофор йĕркелесе тăрĕ. Реконструкци проекчĕпе килĕшӳллĕн шыв юххисене, шыв, газ, ăшă, электроснабжени, канализаци тытăмне, çыхăну, урамри çутă линийĕсене, контакт сетьне улăштармалла. Юсанă хыççăн çул 15 метр сарлакăш, тăватă йĕрлĕ пулĕ. Сылтăм енчи çула уçнă, сулахай енчине хальлĕхе ĕçе кĕртеймен-ха. Контракт ĕçĕсем чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕччен пымалла. Сăмах май, ку объекта çĕр айĕнчи инженери коммуникацийĕсене куçарма тивнĕрен «Хăрушсăрлăх тата паха çулсем» наци проекчĕн историйĕнче чи кăткăсси тесе палăртнă. Çапах та «Дорисс» пĕрлешӳ çак объект 79 процент таран çеç хатĕррине палăртать, тепĕр 7 уйăха контракта тăсма ыйтать.

Тепĕр йывăрлăх – Шупашкар хула администрацийĕпе подрядчик документсене алă пусас ĕçе вăраха яни. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку ыйтăва çитес вăхăтра татса пама хушрĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 10 кунран ытла пулмалла мар терĕ. Шупашкарти «Сад» микрорайонти шкула та çитес çулхи çĕртме уйăхĕсĕр ĕçлеттерсе яраймаççĕ. Строительство материалĕсем хакланнипе проект валли 186 миллион тенкĕ хушма укçа кирлĕ пулнă. Республикăри инвестици политикин канашĕ 103 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра мĕн пур йывăрлăха татса панă терĕ Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. Йăлăмра газ янă. Çапах та вăл кашни килех çитеймен. Сосновка поселокра 16 километр та 700 метр газ пăрăхĕсене хута янă. Халĕ вĕсене гидравлика хатĕрĕсемпе çыхăнтарса вĕртерсе тасатаççĕ. Контрактпа ĕçсем чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленмелле.

«Палăртнă ĕçсене йăлтах вăхăтра пурнăçламалла. Федераци шайĕнче эпир яваплăх тытатпăр. Социаллă объектсене микрорайонсенче, поселоксенче пурăнакансем куç пек кĕтеççĕ. Проектсене пурнăçа кĕртсен пире малашне те шанса тĕрлĕ программăсене хутшăнтарса тата ытларах укçа уйăрса параççĕ терĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.