Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тимлĕхре
<p>Чăваш Енри вĕрентӳ учрежденийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси – тимлĕхре. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи терроризма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче калаçрĕç.</p>
<p>Ижевск хулинчи шкулта инкек пулнă хыççăн республикăри вĕренӳ организацийĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ. Терроризма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комисси йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă. Хăш-пĕр пĕлӳ çурчĕсенче хăрушлăх пирки хыпарлакан сасă ĕçлеменни, тимĕр шыракан хатĕрсем юсавсăр пулни, хуралта тăракансен пĕлӳ шайĕ çителĕксĕр пулнине тупса палăртнă. Çитменлĕхсене кĕске вăхăтра йĕркене кĕртмеллине палартрĕç ларăва пухăннисем. Регион ертӳçи Олег Николаев пĕлӳ учрежденисенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тимлĕхре пулнине каларĕ.</p>
<p>Çитес çул Чăваш Республикин Администрацийĕ терреоризма хирĕç кĕрешессипе ятарлă программа хута яма палăртать. Ку муниципалитет шайĕнчи учрежденисенче тăрăшакансен пĕлĕвне ӳстерме май парĕ. Программа хулапа район администрацийĕн ертӳçисене, пур тытăмри специалистсене те явăçтарĕ. Пĕлӳ шайне ӳстерни инкексенчен пăрать, кирек епле йывăрлăхра та тĕрĕс йышăнусем туса хăварма пулăшать.<strong> </strong></p>