Комисси проектсене ырланă
<p>Раççейре «Хăтлă хула тăрăмне йĕркелесси» проектсен конкурсĕ пырать. Кунта пĕчĕк хуласемпе истори тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ялсем хутшăнаççĕ. Чăваш Республикин чысне Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле хулисем хӳтĕлеме хатĕрленеççĕ.</p>
<p>Кирек мĕнле хулара та тавралăх хăтлă та илемлĕ пулсан – пурăнма та аван. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем пĕр шухашлă пулса кану вырăнне çĕнетме шутланă. «Тĕкĕрçĕ ращи» парк палăрмаллах улшăнĕ. Уйрăмах ача-пăча канăвне пысăк тимлĕх уйăрнă. Кунта пĕчĕккисем валли аттракционсемпе спорт лапамĕсем тума палăртнă. Уявсем, тĕрлĕ кăсăклă тĕл пулусем ирттерме пĕтĕм майсем пулĕç. Улатăр хулинчи Горшенинпа Ленин урамĕсем тата Революци лапамĕнчи истори пайĕсене те çĕнĕ сăн кĕртĕç. Çуран çӳрекенсем валли çулсем, тавралăха ешĕллетме, çуллахи кафесене хăтлăлатма, палăк лартма, куравсем ирттерме ятарлă вырăн тума палăртаççĕ Улатăрта пурăнакансем.</p>
<p>Çĕмĕрле Пионер организацийĕн 50 çулĕн ячĕпе хисепленекен паркра хăтлăлатмалли проектсем тăратĕ. Кунта та кану вырăнĕсене çĕнетме палăртнă. Проект инвестиципе коммерциллĕ сĕнӳсене явăçтарма май парĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ведомствăсен хушшинчи комисси Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр тата Çĕмĕрле хулисен заявкисене ырларĕ. Вĕсене 2022-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр конкурса хутшăнма ярса памалла.<strong> </strong></p>