«Вăрмана упратпăр» акцие хутшăнчĕç
Раҫҫейре «Вăрмана упратпăр» акци пырать. Чӑваш Енре те вăл анлă иртет. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар вăрман хуçалăхĕнче 15 пин хунав лартнӑ. Муниципалитетсене те хĕрӳ ĕç-пуç пырать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев эрнекун республика правительствин пайташĕсемпе, сумлă хăнасемпе пĕрле Анне монуменчĕ патĕнче 12 çăка лартнă çĕре хутшăнчĕ.