Мобилизаципе кайнă салтаксене пулăшаççĕ
<p>Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан оперативлă штабра тулли мар мобилизацие лекнĕ салтаксене, вĕсен çемйисене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç.</p>
<p>Малашне кашни районта координаци центрĕ йĕркеленет. Республикăри резерв фондĕнчен 190 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрнă.</p>