Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсене саламларĕç
<p><span>Вĕсем тăрăшнипе çул пахалăхĕ лайăхланать, ял-хула тавралăхĕ хăтлăланать… Кирек мĕнле çанталăкра та республика çыннисен пурнăçне çăмăлрах та хăрушсăртарах тăвакансем – çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем. Йăлана кĕнĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 3-мĕш вырсарни кунĕнче вĕсем хăйсен професси кунне паллă тăваççĕ. Ĕçре хастарлăхпа палăрнинесене уяв умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.</span></p>