«Мăнаккасем» премьера

Пĕчченлĕх, тăванлăх, ют пурлăха хапсăнакансене яваплăх тыттарасси тата ытти темăна хускатнă «Мăнаккасем» трагикомедире. Куракансем пĕрремĕш хут сцена çине кăларнă ĕçе çак кунсенче Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче хаклама пултарчĕç.

Раççей паллă драматургĕн, сценарисчĕн Александр Коровкинăн ĕçĕ тăрăх Галина Антонова журналист куçарнă пьесăна куракансем пĕрремĕш çеккунтранах лайăх йышăнчĕç. Çамрăк режиссершăн Алексей Герасимовшăн ку иккĕмĕш спектакль.

АЛЕКСЕЙ ГЕРАСИМОВ: «Ку пьеса детектив майлăрах туйăнать тесе шухăшлатăп эпĕ. Мĕнле пулса тухрĕ – халăх хăйĕн шухăшĕпе пăхма пултарать. Вăрттăнлăх пур. Эпĕ ăна каласа кăтартаймастăп. Ăна килсе курмалла».

Аппăшĕпе йăмăкĕ – Гретăпа Роза – авалхи пуян çуртра иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Пĕри те çемье çавăрман. Ватă çынсене улталаса тупăш тăвас шухăшлă тӳре-шара та, тăван-пĕтен те вĕсем патне çул такăрлатнă. Артистсем пĕр вырăнта тăмаççĕ, пĕрмай кулăшла самантсем. Тĕп сăнарасене РСФСР халăх артистки Нина Яковлева, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Любовь Федорова калăплаççĕ.

ВЛАДИСЛАВ НИКОЛАЕВ: «Маншăн вăл кашни вылямассерен тата лайăхланса пынă çимĕç пек туйăнмасть çак спектакль. Яковлева, Федорова – эпĕ халех пĕлетĕп вăл вăйлă спектакль пуласса».

Фарс комедире вылякан сăнара лайăх калăплас тĕллевпе артистсен хăйсен вăрттăнлăхĕсем те пур.

ЛЮБОВЬ ФЕДОРОВА: «Роле сыхламалла. Ӳкермелле мар ăна. Ӳкерсен те ун çине лармалла. Çăвăнмастпăр пĕр кун малтан премьерăччен. Хамăр çине мĕн пуçтарнă – репетировать туса çавна çуса ярас мар тесе хамăр çинчех усратпăр».

«Пушкин карттипе» усă курса çамрăксем те илем тĕнчине туртăнни сисĕнет. Залра пушă вырăн çук. Таисия Захарова вара 40 çул ĕнтĕ пĕр премьерăна та сиктермест.

ТАИСИЯ ЗАХАРОВА: «Эпĕ хам театрсăр пурăнма пултараймастăп. Чăваш драма театрĕ – чи юратнă театр. Эпĕ артистсене питĕ пысăк сывлăх, ăнăçу сунатăп. Татах та вăйлă спектакльсем кăтартса халăхсене ытларах лайăх спектакльсем, режиссерсем лартса пыччĕр. Драматургсем вăйлă спектальсем çырса паччĕр Чăваш драма театрĕ валли».