Кун йĕркинче - ESG-технологисем
<p>Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан Аслă экономика канашĕ йĕркеленнĕренпе 2 çул çывхарать. Уйăхсерен Правительство çуртĕнче<strong> </strong>влаç, бизнес, наука, общество представителĕсем пухăнса экономикăна аталантарассипе çыхăннă çĕнĕ шухăшсене сӳтсе яваççĕ, пуçарусене çул парас, Чăваш Ене инвестицисем илсе килес енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Хальхинче вĕсем ESG-технологисем çинчен калаçрĕç.<strong> </strong></p>