Тӳре лини ирттерчĕ
<p>Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă тӳрĕ эфир ирттерчĕ. Вăл икĕ сехет пычĕ. Республика ертӳçи Чăваш Енре пурăнакансен чылай ыйтăвне хуравларĕ.</p>
<p>Тӳрĕ эфирта ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси, вĕсен канăвне йĕркелесси, сывлăха çирĕплетесси, пĕлӳ парасси тата ытти темăна хускатрĕç. Ачалăх мĕнле пулнинчен çынăн пуласлăхĕ нумай килет. Кашни ачан вăл лăпкă та тăнăçлă пулмалла. Çакна шута илсе эпир çитес çулталăка ачасене халалларăмăр, палăртрĕ республика ертӳçи.<strong> </strong></p>