Шăнкăрав килет, хуравсем пур
<p>Сывлăх сыхлавĕ, социаллă хӳтлĕх, вĕрентӳ тата ытти те – 122 телефон номерĕ çине тĕрлĕ ыйтупа шăнкăравлаççĕ. Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнчен унта 1-мĕш номерлĕ кнопка хушрĕç. Шăпах çакăнта тулли мар мобилизаципе çыхăннă хуравсене тупма пулать. 122 номер мĕнле ĕçленине влаçра тăрăшăкансен ларăвĕнче пăхса тухрĕç.</p>
<p>Тулли мар мобилизаципе çыхăннă ыйтусене йышăнма пуçлани ик эрне те çитмен-ха. Çак тапхăрта операторсем 10 000 ытла çынна тимлĕн итленĕ. Малтанхи эрнере кунсерен 500 шăнкăрав пулнă пулсан, халĕ сахалланнă. Кунта тăтăшах килекен ыйтусен хуравĕсене help21.ru сайтра пичетлесе кăларни тата Объясняем. РФ сайтра тулли информаци тупма май пурри те витĕм кӳрет. Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнчен тулли мар мобилаципе çыхăннă ыйтусене 4 темăпа уйăрнă. Операторпа çыхăнтариччен малтан мобилизаци лару-тăрăвĕ, повестка панипе çыхăннă ыйтусем, тулли мар мобилизацири медицина пирки, социаллă гарантисем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен хăш кнопка çине пусмаллине калаççĕ. Шăнкăравлакансен чи сахалли 10 çеккунт, чи нумаййи 1 минут кĕтме тивет.</p>
<p>Хальлĕхе 17 оператор ĕçлет. Психолог пулăшăвĕ кирлĕ пулсан операторсем шăнкăравлакана унпа та çыхăнтараççĕ. 122 номерпе çынсенчен тулли мар мобилизаципе çыхăннă çăхавсем те йышăнаççĕ. Хальлĕхе вĕсем 24 пулнă. Операторсем вĕсене Чăваш Ресепубликинчи çар комиссариачĕпе, юстици ĕçĕсен патшалăх службипе çыхăнса уçăмлатаççĕ, хыççăн çăхавлакана шăнкăравласа хуравне пĕлтереççĕ. Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев кашни çăхавпа тĕплĕн ĕçлемеллине, йĕркене пăсни пулсан çитменлĕхе пĕтермеллине каларĕ.<strong> </strong></p>