Ятарлă тум тăхăннипе çеç хуралçă пулма çук

Ижевск хулинче пулса иртнĕ инекек хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев регионти вĕренӳ заведенийĕсенчи хăрушлăх йĕркине хытарма хушнăччĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача сачĕсемпе шкулсене уйрăм çын харпăрлăхĕнчи хурал предприятийĕн ĕçченĕсем сыхлама тытăнчĕç, çавăн пекех пĕлӳ çурчĕсене халĕ тĕп алăкран çеç кĕме май пур.

Шупашкарти 29-мĕш шкул алăкĕ кунне темиçе хутччен те уçăлса-хупăнать. Пĕлӳ çуртне кам кĕрсе тухнине, мĕнле тĕллевпе çитнине Юрий Дмитриев хуралçă тимлĕн сăнаса тăрать. Пĕрремĕш кун ĕçлет пулсан та, вăл хăйĕн тивĕçне яваплă пурнăçлани курăнать.

ЮРИЙ ДМИТРИЕВ: «Кĕнĕ чухне тĕĕслемелле, кайран кашни 2 сехетрен обход тумалла. Яланах тĕрĕслемелле, ют çынсене никама та кĕртмелле мар».

Шкул тата унăн тавра пулса иртекен мĕнпур ĕç-пуç – тимлĕхре. Ку енĕпе хурал тата вахта ĕçĕшĕн яваплă çынсене видеосăнав хатĕрĕсем те пулăшаççĕ. Вĕсем шкулта 30-ытла. Синкерлĕ лару-тăру сиксе тухас пулсан вара Раççей гвардийĕн ĕçченĕсем патне хыпара пĕр пускăч пулăшнипех çитерме май пур.

ВЕРА ФОМИНА: «Хуралçăсен шалăвне тӳлеме шкулта май тупнă, спонсорсене те явăçтараççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем ăнланаççĕ шкула пурне те кĕртменнине, вĕсене кунта май туса панă, васкавлă ĕçсене тума вĕсем кĕрсе тухма пултараççĕ».

Чылай чухне шкулта тата ача сачĕсенче тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăрури çынсем хуралта тăнине курма пулнă. Анчах та ятарлă тум тăхăннипе çеç хуралçă пулма çук. Ку ĕçре чи малтанах ăсталăх кирлĕ, ÿт-пÿ тата вăй-хал енчен çирĕп пулмалла. «Енчен те хуралçăсем çак тата ытти паха енсемпе палăрмаççĕ пулсан, вĕренӳ заведенийĕсен ертӳçисен е вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхĕсен хурал предприятийĕсемпе тунă килĕшӳсене татмалла», – палăртать Чăваш Республикин вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров. Хăрушсăрлăх пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Кĕтмен инкек сиксе тухсан ачасен те, вĕрентекенсен те хайсене мĕнле тытмаллине пĕлмелле. Çак хăнăхусене çирĕплетес тĕллевпе пĕлӳ çурчĕсенче тăтăшах вĕренӳ эвакуацийĕсем ирттерĕç. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Юрий Марков