Ăшăтмалли тапхăр пуçланчĕ
<p>Паянхи куна республикăри çурт-йĕрĕн 97 процентне хутса ăшăтма тытăннă. Кăçал авăн уйăхĕ сивĕ пулнăран, чылай муниципалитетра авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа ача сачĕсемпе шкулсене, ытти социаллă объектсене хутма пуçланă, пурăнмалли çуртсене вара авăнăн 26-мĕшĕнчен пуçласа ăшă çитме тытăннă. Çак ыйтăва Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура сÿтсе яврĕç.</p>
<p>Юпа уйăхĕччен Элĕкпе Улатăр, Вăрнарпа Йĕпреç, Комсомольскипе Пăрачкав, Вăрмарпа Етĕрне районĕсенче тата Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче ăшă парса пĕтернĕ. Республикăри нумай хваттерлĕ 4916 çурт ăшăтмалли тапхăра хатĕр пулнине кăтартакан паспортлă пулнă. Коммуналлă хуçалăхри объектсен 97 проценчĕ хĕл сиввисене кĕтсе илме хатĕр. Пуртех мар. Куславкка районĕнчи Энтри-Пасар ялĕнчи котельнăйĕнчи хурана юсанă. Анчах кирлĕ хутсене йĕркене кĕртсе пĕтермен. Ĕçе ик эрнере вĕçлемелле. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта кивелнĕ ăшă пăрăхĕсене чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен улăштарса пĕтермелле. Ăшăпа тивĕçтерекен пĕрлешӳсем çунтармалли хатĕре çителĕклĕ хатĕрленĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсен вĕсен умĕнче парăмсем пур. Ăна çулсерен чакарма тăрăшаççĕ. Вăл халĕ 2 миллиард ытла тенкепе танлашать. Пĕлтерхипе танлаштарсан парăма ăшăшăн 8 процента яхăн, электроэнергишĕн 3 процент, сутçанталăк газĕшĕн 22 процент пĕчеклетме май килнĕ. Кăçалхи хутса ăшăтмалли тапхăр Чăваш Еншĕн тепĕр пелтерĕшлĕ пулăмпа асра юлмалла. Малтанласа палăртнă тăрăх, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Йăлăма газ çитмелле.</p>
<p> «Веçех хамăртан килет. Эпир мĕнле хатĕрленсе çитетпĕр, çапла газ çитет», – çакăн пек каласа яваплисене ĕçе хăвăртлатма, чăрмавсем сиксе тухсан çийĕнчех пĕлтерсе пĕрле канашласа вĕсене сирме каларĕ Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев. Районпа хула администрацийĕсен ертӳçисене хутса ăшăтмалли тапхăрпа çыхăннă ĕçсене васкарах пурнăçламаллине палăртрĕ вăл. Алина Сусметова, Павел Иритков</p>