Вĕренеççĕ те, ĕçлеççĕ те

Чăваш Енри хӳтĕлев тата промышленность комплексĕн предприятийĕсенче ĕçлеме студентсене явăçтарма палăртаççĕ. Ку ыйтăва санкци тапхăрĕнче Чăваш Республикин экономикине çирĕп аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ штаб ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче пилĕк пĕрлешĕве ултçĕр ытла çын кирлĕ пулнă. Хальлĕхе виççĕр çынна ĕçе илнĕ. Патшалăх хӳтĕлев саккасĕ ӳснипе кадрсем тата чылай кирлĕ пулĕç.

«Çакна шута илсе аслă шкулсенче ăс пухакансене ĕçе вырнаçтармалла», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Республикăри вĕренӳ министерствипе предприятисене ку ыйтăва тишкерме хушрĕ. Паллах, ĕçе вырнаçни вĕренĕве чăрмантармалла мар.

«Студентсен аслă пĕлӳ илме те, ăна ĕçре усă курма та май пулмалла», – терĕ республика ертӳçи. Хӳтĕлев тата промышленность комплексĕн предприятийĕсем валли вунпĕр техникумпа колледжра тата икĕ аслă шкулта кадрсем хатĕрлеççĕ. Ĕç профессине пĕтĕмĕшле виçĕ пин çурă ытларах студент алла илет