Халăхшăн тăрăшмалла

117 çĕрте çул такăрлатмалла. Ача-пăча тата спорт лапамĕсем тумалла. Тавралăха хăтлăх кĕртмелле. Кăçал çулталăк вĕçлениччен халăх пуçарăвĕпе тата 333 проект пурнăçламалла. Çак ĕçсене районсемпе хуласенчи депутатсен пысăк тимлĕх уйăрмалла. Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ сасăлавра суйланнă депутатсем умне çакăн пек тĕллев лартрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Тĕл пулура çавăн пекех муниципаллă округсен ĕçне йеркелесси çинчен, тин суйланнă депутатсен тивĕçĕсем пирки калаçрĕç.

Залра – 385 çын. Вĕсем муниципаллă округсен депутачĕсем. Халăх шаннăскерсен 5 çул район аталанăвĕшĕн тăрăшмалла пулать. Элĕк районĕнчи Эдикт Волков та вĕсен йышĕнче. Вăл 5-мĕш хут депутат лавне туртма кӳлĕнет.

ЭДИКТ ВОЛКОВ: «Муниципаллă округ тунă май эпĕ, хам шутланă тăрăх, пирĕн пурнăç малаллах аталанса пырать вăл, каялла каймастпăр. Хам юлташсене пăхнă май, эпир халь 19 депутат. Çав 19 депутата халăх суйланă. Вĕсем ача-пăча мар. Хăйсен округне пĕлеççĕ, çынсемпе калаçма пĕлеççĕ, çавăнпа та çĕнĕ çитĕнӳсем туса района çĕклетпĕр тесе шутлатпăр».

Депутатсен вара ĕçлемелĕх пур. Яваплăх та ӳсет. Кăçал халăх пуçарăвĕпе Чăваш Енре 900 проект ытла пурнăçланать. Çывăх вăхăтра хыснара улшăнусем пулмалла. Унта халăх пуçарăвĕпе тумалли ĕçсем валли тепĕр 259 миллион ытла тенкĕ кĕртме палăртаççĕ. Çак тата 333 çĕрте юсав ирттерме май парĕ.

«Паллах, кунта муниципаллă округсенчи депутатсен пуçаруллă пулмалла. Вĕсен вырăнта хăтлăрах пултăр тесе тăрăшмалла», – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла каласа тин суйланнă депутатсене ăнăçу сунчĕ. Умра чи яваплă ыйтусенчен пĕри – çитес çулхи бюджета йышăнасси. Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕччен çак ĕçе муниципаллă округсенче туса ирттермелле. Апла пулсан депутатсен ĕçлемелле те ĕçлемелле. Чи кирли – ялта пурнăç лайăхлантăр тесе тата халăхшăн тăрăшмалла. Алина Сусметова, Татьяна Молокова, Сергей Емельянов