Пысăк çухату
<p>Паян Удмурт Республикин тĕп хулинче пулса иртнĕ тискер ĕç пурне те хумхантарса ячĕ. Ирхине хĕш-пăшаллă арçын Ижевскри 88-мĕш шкула пырса кĕрсе ним уяса тăмасăр пеме тытăннă. Раççей следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, 15 çын вилнĕ. Вĕсенчен 11-шĕ – ачасем. Унсăр пуçне 24 çын аманнă.</p>
<p> Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ачисене çухатнă ашшĕ-амăшĕпе, вĕсен çемйисемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле тарăннăн хурланнине пĕлтернĕ. «Ку – калама çук пысăк çухату. Йывăр самантра çирĕплĕх тата чăтăмлăх сунатăп, – тенĕ Олег Николаев. Вăл ачасен хăрушсăрлăх ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Республикăри шкулсене тата ытти вĕрентӳ учрежденийĕсене кĕрсе çӳремелли йĕркене хытарма хушнă. Ку ĕçе Шалти ĕçсен министерствине тата Росгвардин Чăваш Енри управленине явăçтарассине палăртнă<strong> </strong></p>