Истори пулăмĕсене уçăмлатаççĕ

Хальхи вăхăтра архивсен пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать. Тĕпчев ĕçĕ çырмалла, ĕç стажне çирĕплетмелле е несĕл йывăçне пуçтармалла – пурте архива çул тытатпăр. Кунта тĕрлĕ фондсем упранаççĕ. Юлашки вăхăтра республикăри архивсем çынсен уйрăм фончĕсемпе тата çемьере пухнă хутсемпе кăсăкланаççĕ. Вĕсем историнчи пулăмсене çав вăхăтри куçсемпе кăтартаççĕ. Ку енчен уйрăм фондсемпе çемье архивĕсем – историпе культура эткерлĕхĕн пуянлăхĕ. Шăпах çак ятпа Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче конференци иртрĕ.

Архивра 82 çынăн уйрăм фончĕ упранать. Вăл шутра революциччен пурăннă çынсен те. Сăмахран, чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев, чăваш халăхне тĕпченĕ Василий Магницкий тата ыттисем те. Архивра Совет тапхăрĕнче пурăннă çынсен фончĕсем те пур. Ку ĕçе архив паянхи кун та малалла тăсса пырать.

ВАЛЕНТИНА ХАРИТОНОВА: «Паянхи конференцинче эпир Андреев Валерий Витальевич истори наукисен докторăн профессорăн докуменчĕсене илме договор алă пусрăмăр. Унăн докуменчĕсем те малашне архив фондĕнче упранĕç».

«Çынсен уйрăм фондне йĕркелеме ансат мар», – палăртаççĕ архив ĕçченĕсем. Ку ĕçре пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни питĕ паха пулнине калаççĕ вĕсем. Конференцине çĕршыври тĕрлĕ регион ăсчахĕсем çитнĕ – Мускав хулинчен, Пушкăрт, Мари Эл, Мордва Республикисенчен, Чулхула, Пенза, Чĕмпĕр облаçĕсенчен. Чăваш Енри архивсем Раççей ăслăлăх академийĕн архивĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Пĕрле тăрăшса вĕсем Андриян Николаева халалланă сăн ӳкерчĕксен альбомне хатĕрленĕ.

ЕЛЕНА ТИТОВА: «Пирĕн архивра Андриян Григорьевич Николаевăн фончĕ упранать. Унта унăн тĕрлĕ сăн укерчĕкĕсем, ал çырăвĕсем. Паянхи фотоальбома çак фондри сăн ӳкерчĕксене кĕртнĕ. Вĕсем халăх патне тухчĕр тесе, вĕсемпе халăха паллаштарас тесе çак фотоальбома йĕркеленĕ».

Андриян Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ астăвăм комлексĕ те ку ĕçе хастар хутшăннă. Кунти управăш çулсеренех пуянланса пырать.

НАДЕЖДА СЕМЕНОВА: «Кĕртес килет ĕнтĕ çакăнта юлашкинчен килнĕ фотосене. Вĕсем малтан пичетленмен, вĕсене ытлашши куравра та кăтартман. Çав фотосем ытларах кĕчĕç çак фотоальбома».

Уйрăм фондсем çав вăхăтри истори пулăмĕсене шалтан кăтартса параççĕ. Çав вăхăтри кăмăл-туйăма, юхăмсене кăтартаççĕ. Вăхăт иртнĕ май уйрăм фондсемпе çемье архивĕсен пĕлтерĕшĕ татах та ӳсĕ. Алексей Зотиков, Сергей Емельянов