Мускавра финанс форумĕ иртет
<p><span>Мускавра финанс форумĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан делегаци те хутшанчĕ. Форумăн пĕр лапамĕнче хальхи тапхарти йывăрлăхсене шута илсе бюджета йеркелес ыйтусене сÿтсе яврĕç. Олег Николаев хыснана пухса çитереймен тупăша саплаштармалли майсене пурнăçа кĕртме сĕнчĕ. 2012-мĕш çултанпа предприятисем ятарлă ушкăна пĕрлешсе налук тÿлеме пултарнă, çакă вĕсене тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курма май панă. Ку майпа республика хыснине кăçалхи авăн уйăхĕ тĕлне 1 миллиард тенке яхăн налук кĕнĕ. Çитес çултан çакна парахаçлаççĕ. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев бюджета укçа сахалрах кĕме пуçласси çинчен каларĕ. Саплаштару мелĕсене пурнăçа кертни лару-тарава çăмăллатма май парать.</span></p>