31 шкула çĕнетме палăртнă

Республикăра 2023-мĕш çулччен 15 муниципалитетри 31 шкула тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн. Çак проектсене пурнăçлама 2 миллиард та 700 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Шкулсене çĕнетессипе çыхăннă ыйтусене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура сÿтсе яврĕç.

Вăрнар районĕнчи Нурăс шкулĕнче тĕплĕ юсав вĕçленсе пырать. Подрядчикăн çитес çулхи пуш уйăхĕнче çеç объекта туса пĕтермелле, çапах та вăл мĕн пур ĕçе вĕçленипе пĕрех. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 230 ача парта хушшине ларнă ĕнтĕ. Халĕ вĕренӳ учрежденийĕн тулашне улăштараççĕ. Шкула çĕнетме 103 миллион тенкĕ уйăрнă. Шыв пăрăхĕсене, электротытăма, ăшăпа тивĕçтерекен хатĕрсене тĕпрен улăштарнă. Пӳлĕмсем те çап-çутă.

Йĕпреçри 2-мĕш, Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш шкулсенче вара палăртнă ĕçсене çурри таран пурнăçланă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнчен шкулсенче икĕ тапхăрпа тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттересси пирки контрактсем çирĕплетнĕ. Вĕсем çитес çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçленмелле. Республикăри вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ку ыйтăва тимлĕхре тытни, кашни объекта тухса строительство ĕçĕ мĕнле пынине тĕрĕслесе тăнине палăртрĕ.

Шаннă ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла, йĕркене пăсакансене тӳрех пуçламăш тапхăрта палăртса явап тытмалла, терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Шупашкарти 7-мĕш, 23-мĕш тата 38-мĕш шкулсенче юсав пăтăрмахлă пырать. «Глобалстрой» подрядчик хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçламасть. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен кĕтмесĕр, ун чухне контрактăн пĕр тапхăрĕ вĕçленмелле, урăх подрядчика шырамалла, терĕ республика Пуçлăхĕ. Пуçламăш тапхăртах юсав ĕçĕсем кая юлса пыраççĕ пулсан вĕсем пирки тивĕçлĕ йышăнусем тумалла тенĕччĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин та. Республикăри муниципалитет, хула округĕсен ертӳçисене Чăваш Енри пĕрлехи саккас службипе пĕрле вĕрентӳ учрежденийĕсенче пыракан юсава тĕрĕслеме хушрĕ Олег Николаев. Регина Кубайкина, Дамир Хантимиров, Бахтияр Велиев