«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон
<p>2023-мĕш çула Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласшăн. Патăрьелсем кăçалах ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме пуçланă. Çулсерен иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона хутшăнакансем 370 000 тенкĕ пухса пĕр садикре çуллахи уçă сцена уçнă. Ăна çак кунсенче республикăри Хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем пахаларĕç.</p>
<p>Иртнĕ ĕмĕрĕн 29-мĕш çулĕнче никĕсленĕ çак çуртра педагогика училищи уçăлнă. Унтан интернат шкул пулнă. Темиçе çул каялла тĕплĕ юсав ирттернĕ хыççăн кунта «Сказка» ача сачĕ пĕчĕккисене йышăнма пуçланă. 280 ытла ача кунсерен шкул умĕнхи пĕлӳ илет. Пурĕ 12 ушкăн. Нумаях пулмасть «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пулăшăвĕпе çуллахи уçă сцена уçăлнă. Унăн лаптăкĕ 17 метр сарлакăш, 22 метра тăршшĕ. Малашне кунта ытти садике çӳрекенсене те йышăнма пуçласшăн. Театртланă хайлавсене, вăйăсене, викторинăсене хутшăнма пултарĕç. Футбол матчĕ хĕрӳ иртрĕ пулин те – туслăх çĕнтерчĕ.</p>
<p>2019-мĕш çулта Президент гранчĕпе йĕркеленĕ «Кикимора» лабораторине çӳрекенсем мандарина пĕрре пăхсах миçе пайран тăнине пĕлме вĕренчĕç. Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева хăй те ку пĕлĕве тĕрĕслесе пăхрĕ. Шăпăрлансем хăйсемех тĕрлĕ пахча-çимĕç ӳстерме вĕренсе çитнĕ. Василиса Майрина асламăшĕнчен Тамара Николаевнăран, амăшĕнчен Екатерина Альбертовнăран тĕрлеме хăнăхса пырать. Хальхинче вĕсем ламран лама куçса пыракан чăваш халăх тĕррин вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕç. Патăрьел районĕн 95 çул тултарнине халалланă ĕçсене те çак куравра кăтартнă. Унтан сумлă хăнасене Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ паллă ентешĕсене халалласа хатĕрленĕ ретрокурава чĕнчĕç. Çавăн пекех вĕсем районти ача-пăча ӳнер шкулне çитсе курчĕç<strong> </strong></p>