Тинех çитĕ
<p>Юпа уйăхĕнче кăвак çулăм Йăлăма çитмелле. Çакăн валли пĕтĕмпех тенĕ пекех хатĕр. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев нефть тата газ промышленность ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă май каларĕ.</p>
<p>«Газпром» пĕрлешӳпе тачă çыхăнса ĕçлени Йăлăма газ çитерме май парать. Çутçанталăк ырлăхне ытти çĕре те çитерес тесе республикăра тимлĕ ĕçленине палăртрĕ Чăваш Ен ертӳçи. Нефть тата газ промышленность тытăмĕнче тăрăшакансене Куславкка районĕнчи тыл ĕçченĕсене халалланă астăвăм комплексĕнче ĕмĕр сӳнми çулăма чĕртме хутшăннăшăн та тав турĕ Олег Николаев. «Чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене» мемориала утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута янăччĕ. Вăл Раççейри тыл ĕçченĕсене сума суса çĕкленĕ пĕрремĕш палăк<strong> </strong></p>