Чăваш кăйкăрĕ çуралнăранпа 93 çул çитрĕ

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăваш кăйкăрĕ, 3-мĕш космонавт Андриян Николаев çуралнăранпа 93 çул çитрĕ. Паллă куна халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсен шутĕнче асăну сехечĕсем, акцисемпе концертсем. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те Андриян Николаевпа çыхăннă кăсăклă асалӳсен пуххине пуянлатрĕ.

Андриян Николаев 1929-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 5 мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Пĕчĕкренех çутçанталăка юратса çитĕннĕскер çăлтăрсем таран çул хывма ĕмĕтленнĕ. Палăртнине пурнăçлас тесе сахал мар тăрăшнă вăл: хĕсметре тăнă, медицинăпа мандат комиссийĕсен тĕрĕслевĕсене тухнă, вĕреннĕ, тĕпченĕ, паллашнă, йывăрлăхсене парăнтарнă.

1962 мĕш çулхи çурла уйăхĕнче вара Андриян Григорьевич чăваш ятне çăлтăрсем таран çитерме пултарнă. Вăл тĕнче уçлăхĕнче скафандрсăр ĕçленĕ пĕрремĕш космонавт пулнă. Андриян Николаевăн ырă тĕслĕхĕ паянхи кун та чăваш халăхне çитĕнӳсем тума хавхлантарать. Çулсеренех унăн паттăрлăхне аса илме Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялне тĕрлĕ тăрăхран халăх пуçтарăнать.

АЛЕКСАНДР УЛАНКОВ: «Института лайăх вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, эпир Хусанта вĕреннĕ, 7-8 направлени пурччĕ. Эпĕ ниçта та илмерĕм. Николаев космонавт районне килме шутларăм. Пирĕн чăваш çĕршывĕнче Николаев пулнăшăн эпĕ питĕ мухтанатăп. Унпа эпир салтакра та мухтаннă».

Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, халĕ Мускав облаçĕнчи Сергиев Посад хулинче пурăнакан Вениамин Флоренцевăн те Андриян Николаевпа çыхăннă кăмăллă асаилӳ чылай. Мухтавлă ентешĕпе вăл Байконурта хĕсметре тăнă чухне паллашнă.

ВЕНИАМИН ФЛОРЕНЦЕВ: «Вăл иртсе пынă чух мана хăйĕн патне комнатине илсе кĕрет. Пĕр кĕтесре арбуз выртать, кăна веçех çи тет, сĕтел çинче конфетсем, конфет ил тет. Эпĕ вăтанатăп та, мана пырать те кĕсъесене чиксе парать».

Вениамин Флоренцевăн альбомĕнче ылтăн пек хаклă сăн ӳкерчĕк пур. Ăна вăл Андриян Николаевпа пĕрле тунă. Сăн ӳкерĕнме те космонавт хăй сăмах панă. Вениамин вара çав саманта чăтăмсăррăн кĕтсе пурăннă.

ВЕНИАМИН ФЛОРЕНЦЕВ: «Ывăнса килнĕ вăл, кĕрсе кайрĕ те, эпĕ шутлатăп, манса кайнă-ши тетĕп, хам пĕлтерме шутламас-ха ĕнтĕ, шутласа ларнă чухне вăл фотограф патне кайнă та чĕннĕ фотографа, вара тухрăмăр та вăл пире ÿкерттерсе илчĕ».

Вениамин Флоренцева Андриян Николаев сăнарĕ паянхи кун та хавхалану кӳрет. Малашлăхра вăл чăваш кăйкăрне халалласа кĕнеке те кăларасшăн. Юлия Адюкова, Бахтияр Велиев