Ырă йăлана кĕрĕ

Шупашкарта пĕрремĕш хут çурма марафон иртрĕ. Ăмăрту 650 çынна пĕрлештерчĕ. Вĕсем пиллĕк, вуннă тата çирĕм пĕр çухрăм та çĕр метра парăнтарчĕç. Ача-пăча 800 метра чупрĕ. Малашне çурма марафон ирттересси йăлана кĕрĕ. Ăна çулсерен авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче йĕркелĕç. Спорт ăмăртăвне пирĕн паллă ентеше, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавта халаллĕç. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев спорт ăмăртăвне уçнă чухне каларĕ. Вăл хăй те çирĕм пĕр çухрăм та çĕр метра чупса тухрĕ.

Вунă çухрăм тата çурма марафон чупакансем старта пĕрле тухрĕç. Чăваш Ен тĕп хулинчи пĕрремĕш çурма марафона хутшăнакансем Шупашкарти кӳлемĕш тата Атăл хĕррипе чупрĕç. Дистаницине кашни хăйĕн сывлăхне хакласа суйланă.

НИКОЛАЙ ИВАНОВ: «Чупакансем питĕ нумай. Ытти хуласенчен нумай килнĕ. Шупашкар хулинчен питĕ нумай. Ветерансем питĕ нумай хутшăнчĕç. Чăнах та, эпĕ паян вунă çухрăм кăна чупрăм. Питĕ лайăх чупрăм».

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем пиллĕк, вуннă тата çирĕм пĕр çухрăм та çĕр метра парăнтарчĕç. Ăмăртăва 650 çын хутшăнчĕ. Вĕсенчен 250-шĕ çурмарафон чупрĕç.

ДАНИИЛ ДМИТРИЕВ: «Мана пĕрремĕш вунă çухрăм çăмăлах кайрĕ. Мана Семен Павлов Хусантан пулăшрĕ. Кайран иккĕмĕш вунă çухрăм йывăртарах. Çил хирĕç, пĕччен чупсан. Йĕркеллех чупăнчĕ».

Çирĕм пĕр çухрăм та çĕр метра Даниил Дмитриев пĕр сехет те 11 минут та икĕ çеккунтра парăнтарчĕ. Çурма марафона чупса тухнисен йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та пулчĕ. Вăл финиша пĕр сехет те 57 минут та тăхăр çеккунтра çитрĕ. Республика ертӳçи кăтартупа кăмăллă юлчĕ