Производство лаптăкĕсене ӳстереççĕ
<p>Чăваш Енри наукăпа производство предприятийĕсем ют çĕршыври таварсене хамăр тăрăхрисемпе улăштарассипе тимлеççĕ. Вĕсенчен пĕри «Технотрон» пĕрлешӳ. Унта тăвакан продукци Швецире, СШАра, Францире, Финляндире кăлараканнисенчен пĕртте кая мар. Предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе тата унăн малашнехи аталанăвĕпе республика ертӳçи Олег Николаев паллашрĕ.</p>
<p>«Технотрон» пĕрлешӳ 1990-мĕш çултанпа ĕçлет. Вăл Чăваш Ен экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ предприятисен йышне кĕрет. Юлашки вăхăтра хамăр çĕршывра туса кăларакан топливăпа энергитика тытăмĕнче тата çар промышленнăçĕн комплексĕнче усă куракан хатĕрсем ытларах кирлĕ. Çавна май «Технотрон» предприятире те производство лаптăкĕсене пысăклатас тĕллев пур. Ку ĕçе çывăх вăхăтра пурнăçлама палăртаççĕ<strong> </strong></p>