«Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурс малашлăха çул уçать
<p>Вĕсен ăсталăхĕпе пĕлĕвĕ республика аталанăвне витĕм кÿме тивĕç. Чăваш Енре Олег Николаев пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурс пырать. Унта хутшăнас кăмăллисенчен докуменчĕсене авăн уйăхĕн 13-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Олег Цветков – конкурсăн иртнĕ çулхи финалисчĕ. «Ертӳлĕх ушкăнĕ» унăн пурнăçне мĕнле улăштарнă? Кун пирки пирĕн черетлĕ сюжетра пĕлме пултаратăр.</p>
<p>Конкурсра тĕрлĕ предприятисенче ертӳçĕ тивĕçĕсенчи 3 çулран кая мар тăрăшнă ĕçченсем тупăшаççĕ. Олег Цветков ăмăртăва 2021-мĕш çулта хутшăннă. Конкурс темиçе тапхăрпа иртнĕ. Олег Вадимович вĕсене тивĕçлĕ тухса çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ. Мал ĕмĕтлĕ те тăрăшуллăскере Чăваш Енри цифра министрĕ Кристина Майнина асăрханă. Чăваш Республикин цифра трансформацийĕн центрне ертсе пыма сĕннĕ.</p>
<p>Конкурса Олег Вадимович кăтартусемпе ĕçлекен регионти тытăма йĕркелемелли проект хатĕрленĕ. Паян та çак темăна пурнăçа кĕртессипе ĕçлет. Пултаруллă та тăрăшуллă, пуçару тума ăнтăлакансен ăсталăхĕпе хастарлăхне палăртма шăпах «Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурс пулăшать. Унӑн тӗллевӗ – патшалӑх ертӳлĕхĕн ĕçне лайӑхлатасси, социаллӑ пурнăçпа, экономика, общество, политика тытăмне пуçаруллă çынсене явӑҫтарасси. Патшалăх тытăмĕнче пысăк должноç илме ĕмĕтленекенсене те çул уçать<strong> </strong></p>