Вăхăтсăр уйрăлу
<p>Хурлăхлă хыпар. Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хула пуçлăхĕн Олег Кортуновăн чĕри тапма чарăннă. Вăл 38 çулта пулнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕллевлĕ, тăрăшуллă, ырă кăмăллă çын, мал курăмлă ертӳçĕ пурнăçран уйрăлнăшăн чунтан хурланнине пĕлтернĕ.</p>
<p>Олег Игоревич 1984-мĕш çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. 2007-мĕш çулта Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Хулари промышленность предприятисенче инженертан пуçласа тĕп директор çумĕ шайне çитнĕ. 2015-мĕш çултанпа Шупашкар хула депутачĕн пухăвĕнче тăрăшнă. 2020 çулта ăна хула пуçлăхне суйланă. Мăшăрĕпе пĕрле хĕр тата ывăл çуратса çитĕнтернĕ.</p>
<p> Олег Кортунова юлашки çула çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче ăсатаççĕ. Унпа Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче 11:00 сехетрен пуçласа 12:30 минутчен сывпуллашма пулать</p>