Сертификат илекен çемьесем ӳснĕ
<p>Ачаллă çемьесене республикăра май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Кăçалтан çичĕ е ытларах ачаллă çемьесем, пурăнмалли условисене лайăхлатма черетре тăракансем, хушма тĕревпе усă кураяççĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев утă уйăхĕнче Хушу алă пуснăччĕ. Унччен ку пулăшупа 8 е ытларах ачаллă ашшĕ-амăшĕ çеç усă кураятчĕ. Правительство çуртĕнчи ларура çак ыйтăва та çĕклерĕç.</p>
<p>Документа хатĕрленĕ чухне çичĕ е ытларах ачаллă çемьесем 19 пулнă, анчах Хушăва пурнăçлама тытăнсан кĕтмен çĕртен çакă палăрать – çăмăллăхпа усă курма пултаракан çемьесем ытларах та, вĕсен хисепĕ 31 иккен. Çавна май вĕсене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтермешкĕн укçа та нумайрах кирлĕ – 180 миллион тенкĕ хывса хăвараççĕ.</p>
<p> Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсенче ĕçлекенсен тимлĕрех пулмаллине, çакнашкал йăнăшсем чăрмавсем кÿрсе пыни пирки каларĕ. Малашне кунашкал çемьесене кирлĕ шайра тата йĕркеллĕ шута илсе пымаллине палăртрĕ. Нумай ачаллисем ытларах Шупашкарта пурăнаççĕ, кунта 12 сертификат хатĕрлемелле пулать. Етĕрне, Вăрмар, Вăрнар тата Патăрьел районĕсенче 7 е ытларах ачаллисене икшер çемье шута илнĕ. 11 районта пĕрер çемье çак тĕревпе усă курмалла. Алина Сусметова, Игорь Зверев</p>