Сыхă пулăр
<p>Чăваш Енри вĕрентӳ учрежденийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тимлĕхре. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи терроризма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комисси ларăвĕнче калаçрĕç.</p>
<p>«Ачасене патриотла воспитани парас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттермелле», – палăртрĕ регион ертӳçи Олег Николаев. Шкулсенче терроризмпа кĕрешес енĕпе профилактика кунĕсене йĕркелеме сĕнчĕ. Сăмахран, малтанхи тапхăрта уйăхра пĕрре, кайран – квартăлта пĕрре ирттермелле.</p>
<p>Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн ертӳçи Альберт Савинцев вĕрентӳ учрежденийĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе ĕçлекен яваплă çынсен пĕлĕвне ӳстермеллине каларĕ. Ача сачĕсемпе шкулсен те йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине асăнчĕç пухăннисем. Мĕнпур пĕлӳ учрежденийĕнче халĕ профилактика ĕçĕсем пыраççĕ. Терроризма хирĕç кĕрешессипе вĕрентӳ мероприятийĕсем ирттереççĕ. Елизавета Цветкова, Павел Иритков</p>