Шупашкар хулин хисеплĕ çыннине чысларĕç
<p>Çитес вырсарни кун Чăваш Ен тĕп хули хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Кăçал Шупашкар 553 çул тултарать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, хулан кунĕ умĕн Шупашкарăн хисеплĕ çыннисене чыслаççĕ. Кăçал çак сумлă ята Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн тĕп директорĕ Елена Бадаева тивĕçрĕ.</p>
<p>Елена Бадаевăн кун-çулĕ Шупашкар хулипе тачă çыхăннă. 58 çул вăл 1-мĕш çăкăр заводĕнче вăй хурать, 37 çул предприятине ертсе пырать. Ку вăхăтра йывăрлăхне те сахал мар курма тивнĕ унăн. Уйрăмах иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90 çулĕсем аса килеççĕ хулан хисеплĕ çыннине.</p>
<p> ЕЛЕНА БАДАЕВА: <em>«Хлебозавод вăл пирĕн пулнă бракодел. Унта питĕ нумай вăй хума лекрĕ. Хамăн ăсталăха, пĕлĕве, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр шутласа выртса ирхине пырсан ĕçре малтан çынсемпе тĕл пулса калаçмалла, вĕсен кăмăл-туйăмне пĕлмелле, мĕнле кăмăлпа килеççĕ ĕçе, унтан пирĕн çăкăр пахалăхе килет».</em></p>
<p>Çынсем предприятире яланах тĕп выранта. Мĕнле йывăр пулсан та Елена Бадаева завод ĕçченĕсене хавхалантарма тăрăшнă. Уйăхне тăватă хутчен шалу тÿлес йăлана та çак тĕллевпех кĕртнĕ. Халĕ предприяти ура çинче çирĕп тăрать. Ĕç-хĕле кунта механизациленĕ. Яваплăха туйса чунтан парăнса ĕçлесен кăна пысăк çитĕнӳсем тума пулать. Елена Игнатьевнăн пурнăçĕ, шăпи, ĕçĕ-хĕлĕ пирĕншĕн тĕслĕх, терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сумлă ята тивĕçнипе саламланă май</p>