Шахмат – музейре

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче республикăра пĕрремĕш хут шахматла выляссипе Раççей чемпионачĕн суперфиналĕ иртет. «Шахмат – музейре» проектпа килĕшӳллĕн ăмăртусене Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче йĕркелĕç. Çавна май кунта юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ çĕнелни урамранах палăрать. Çурт умне хитрелетнĕ, картлашкасене улăштарнă. Уйрăмах иккĕмĕш тата виççĕмĕш хутсенче нумай ĕç тунă. Çутă та таса пӳлĕмсем шахмат ăстисемпе ханасене йышăнма хатĕр.

ВАЛЕРИЙ СОРОКИН: "Эпир ку объекта аукцион урлă çĕнсе илнĕ. Коллектив питĕ хытă тăрăшса, икĕ сменăпа ĕçленĕ. Ку объектра икĕ уйах майлă ĕçленĕ. Объем кунта 4500 ытла краскăпа сăрланă. Кайран 1100 квадрат плитка хунă. Раççей Чемпионачĕ яланах Шупашкарта пулмасть, шахматла пушшех те. Эпир - строительсем хамăр ĕçпе эпир те, шахматçăсем пекех, ĕçлеме пĕлетпĕррине кăтартасшăн».

Шахмат ăс-тăна аталантарать, ӳнер чуна илем парнелет. Турнир çынсене шахматпа кăна мар, искусствăпа та çывăхлатма май памалла. Çакна шута илсе ăмăрту тĕлне музейре виçĕ курав хатĕрлеме палăртаççĕ.

ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ: "Çак тĕп сцена çинче эпир Раиса Фоминична Терюкалован «Чăваш Ен» гобеленне çакатпăр. Унта чăваш хĕрĕсем тăраççĕ, питĕ чаплă гобелен. Суллахай енче Алатов картинине çакатпăр. Кунта Константин Васильевич темипе Агеев картинине çакатпăр. Кунта – Кепарисовăнне. Кунта Андриян Николаев Терешковăпа Шуршăлта ирттернĕ туй картинине çакатпăр. Çак залра чăваш культурин темине кăтартакан картинăсем çакăнса тăраççĕ».

Курава пĕтĕмпе 200 ытла картина тăратма палăртнă. Геннадий Козловăн куравĕ те чемпионата хутшăнакансене тыткăнламалла. Вăл хăйĕн 12 ĕçне шахмат хăми евĕрлĕ вырнаçтарасшăн.

ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ: "Пĕлтĕр музей куравĕн планне тунă чухне пĕртте шухăшламан та сентябрь вăхăтĕнче чемпионат иртессине. Ссентябрь уйăхĕнче ман курав, çавăнпа мана ăнăçрĕ ĕнтĕ. Çав чемпионат вăхăтĕнче ман курав çав залра пулать ĕнтĕ".

- Сирĕн ĕçсенче ытларах çутçанталăк сăнарланать. Мĕншĕн-ши?

- Çутçанталăка Турă тунă. Çын çут çанталăка пăхсан ырăрах та тасарах та пулать. Куравра кăтартакан картинăсем ман, чăнах та, Шупашкар хулине кăтартаççĕ, Атăла. Пирĕн Чăваш Ен хитре çанталăкне кăтартакан картинăсем пулаççĕ. Вăйă музейĕн тĕп залĕнче иртет. Кунта 14 сĕтел лартаççĕ. Кавир сараççĕ, мĕншĕн тесен чемпионат вăхăтĕнче вылякансене пĕр сас-чĕв те чăрмантармалла мар. Çакна тĕпе хурсах журналистсем валли те уйрăм пӳлĕм пулĕ.

АЛИНА СУСМЕТОВА: "Çак пӳлĕмре те юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Чемпионат вăхăтĕнче кунта пресс-центр туса хураççĕ. Çĕре яхăн çын тӳрех вырнаçма пултарать. Сцена çине сенкер экран вырнаçтараççĕ. Ун витĕр журналистсем тата шахмат вăййине юратакансем вăйăпа киленсе ларма пултараççĕ".