«Çар-2022» форум

Мускав тăрăхĕнче пĕтĕм тĕнчери «Çар – 2022» ятпа форум ĕçлеме пуçларĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан ушкăн та хутшăнать. Яланхиллех Чăваш Енри предприятисем хăйсен çĕнĕ ĕçĕсене кăтартаççĕ. Хальхинче вĕсем 14-ăн.

«Çар» форума пĕрремĕш хут 2015-мĕш çулта йĕркеленĕ. Ун чухне 7 çĕршывран 28 пĕрлешӳ хутшăннă. Çавăнтанпа ăна çулсерен ирттереççĕ. Кăçал пĕтĕм çĕршыври çарпа техника форумĕ çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен пырать.

Беларуçри, Китайри, Турцири, Таиландри, Индири, Иранри, Раççейри пĕрлешӳсене Мускав облаçĕнчи Кубинка хули пухрĕ. Форумри куравра пин çурă предприяти 28 000 ытла хатĕр тăратнă. Вĕсен йышĕнче пирĕн регионти Раççей хӳтĕлев министерствипе тачă ĕçлекен пĕрлешӳсем те пур.

Сăмах май, кăçал пĕрремĕш хут Чăваш Ен форума пĕрлештернĕ экспозиципе хутшăнчĕ. Унта чăвашри 7 пĕрлешӳ хăйсем кăларкан таварпа паллаштарать: Шупашкарти электроаппарат завочĕ, «Бреслер», Шупашкарти хăватлă агрегатсен завочĕ, «Каскад», «Технотрон», «Релематика», Улатăрти механика завочĕ. Çаван пекех «Лента», «Автомобиль фургонĕсен комбиначĕ», Чăвашкабель завочĕ, «Элара», «Электроавтомат», «ВНИИР-Прогресс», «Проект-техника корпораци» курава уйрăммăн хатĕрленнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленность кластерӗн ĕҫ ушкӑнӗн анлӑ ларӑвне хутшăнчĕ. Унта çар валли ĕçлекен предприятисен ĕçне-хĕлне çĕнĕлле йĕркелес пирки калаçрĕç