Спортсменсене саламларĕç
<p>Чăваш Ен сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан регион. Ку енпе республика чылай çул Атăлçире малтисен ретĕнче тăрать. Тивĕçлĕ кăтартура физкультура ĕçченĕсемпе спортсменсен тӳпи пысăк.</p>
<p>Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурла уйăхĕн иккĕмĕш шăмат кунĕнче физкультурăпа спорт ĕçченĕсем професси кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемпе Чăваш Республикин Ертӳçи Олег Николаев тĕл пулчĕ.</p>