Морис Яклашкин - 75-ре

Паян паллă ентешĕмĕр, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин 75 ҫул тултарать. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин дирижёрӗнче ӗҫлет. Морис Николаевич Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ҫуралнӑ.

Педагогика училищинче, Иван Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн музыкӑпа педагогика факультетӗнче, Чулхулара Михаил Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн дирижерпа хор факультетӗнче вӗреннӗ. Морис Яклашкин - Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни.

ВЛАДИМИР МИХАЙЛОВ: «Хисеплĕ ентешĕмĕр, çывăх юлташ, хаклăран та хаклă Морис Николаевич. Сире паллă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Тăвай районĕнчи çынсенчен пысăк салам яратăп. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр. Сирĕн ят сумлă вырăн йышăнать. Ку пирĕншĕн пысăк тĕслĕх пулса тăрать. Паянхи кун сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатăп. Юбилей телей çеç илсе килтĕр. Хуйхă-суйхă айккинчен ирттĕр. Турă ырлăх-сывлăх парнелетĕр. Эпир хисеплетпĕр сире».

Морис Яклашкина çавра çулпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ саламланă. «Эсир çине тăнипе 2000-мĕш çулта Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли йĕркеленчĕ.

«Эсир чăваш культурине çĕнĕ варкăш кĕртрĕр», – тенĕ Олег Николаев, пултарулăхра малашне те ăнăçу суннă. Унăн салам самахĕсене юбиляр патне культура министрĕ Светлана Каликова çитернĕ