Шупашкар агломерацийĕ çинчен

Чăваш Республикин тĕп хули, Çĕнĕ Шупашкар хули, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Муркаш, Çĕрпӳ районĕсем – Шупашкар транспорт агломерацине кĕреççĕ. Транспорт рейсĕсемпе çынсем кăмăллă-и тата çĕнĕ программа хăçан хута каять? Ун пирки паян республика Пуçлăхĕ ирттернĕ канашлура калаçрĕç.

Çул çӳреве тухакансене транспорт ыйтăвĕ яланах канăçсăрлантарать. Троллейбуссене, маршрут автобусĕсене нумайччен кĕтмелле, салонра туп-тулли çын, каçхи вунă сехетре хăш-пĕр çĕре нимĕнпе те çитме пулмасть тесе калакансем чылаййăн. Халăх шухăш-кăмăлне тишкернĕ хыççăн, ыйту çивĕчлĕхне кура пĕррĕрен пулса 5 балл таран лартама май пулнă, 6 муниципалитетра пурăнакансем транспорт хăтлăхне 3,8 балпа хакланă. Ку Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан лайăх кăтарту шутланать терĕç Шупашкар агломерацине тишкерекен, республикăри транспорт тытăмне улăштарассипе ĕçлекен пĕрлешӳ пайташĕсем.

Çитменлĕхсем те çук мар – çула тухакан маршрут хуçисем пур чухне тупăша туллин кăтартмаççĕ иккен. Çапла майпа 973 миллион тенкĕне хăйсен кĕсйине чикнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Шупашкарта çеç тӳрĕ чунлă водительсем пулнине палăртнă, сутăннă билетпа тупăш шучĕ пĕрешкел. Çĕнĕ Шупашкарта вара çак кăтарту 40 процент çеç.

«Çулталăк вĕçлениччен Шупашкар агломерацийĕн транспорт программин нормативлă документне йышăнасчĕ, тĕрлĕ ыйтăва пур енлĕн тишкермелле», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çак проекта йышăниччен ăна Раççей Федерацийĕн Чăваш Енпе чикĕленекен субъектсемпе, Раççей транспорт министерствипе сӳтсе явмалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ транспорт хуçалăхне аталантарас тĕллевпе çул-йĕр карттине хатĕрлеме хушрĕ яваплă министерствăна. Çак проекта пурнăçа кĕртсен мĕн пур ĕç ятарлă пĕрлехи центра куçать. Пур маршрут çинче те билет хакĕсене патшалăх шайĕнче палартса çиреплетĕç. Халăха турттаракансемпе килĕшÿсем тăвĕç. Унсăр пуçне транспортра хальхи йышши технологисемпе анлă усă курĕç